Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман техкника техникумӗнче вӗренекен икӗ студент, 17 тата 18 ҫулсенчи ҫамрӑксем, Атӑл урлӑ, 3 ҫухрӑм сарлакӑшне, ишсе каҫма шухӑшланӑ. Хайхискерсем хӑюллӑрах пулас тесе эрех те сыпнӑ.
Анчах ҫакӑ чутах инкекпе вӗҫленмен. Ку ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулнӑ. Студентсем карапсем ҫӳрекен вырӑна ҫитсен ывӑннине ӑнланнӑ та пулӑшу ыйтса кӑшкӑрма тытӑннӑ. Вӗсене илтсе ҫыран хӗрринче канакансем ҫӑлавҫӑсене шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Ҫӑлавҫӑсем катерпа вырӑна пӗр тӑхтамасӑр тухнӑ. Вӗсем «хӑюллӑ» студентсене катер ҫине лартнӑ та станци таран илсе ҫитернӗ. Ҫамрӑксемпе профилактика калаҫӑвӗ ирттернӗ.
МЧС шыв хӗрринче асӑрхануллӑ пулмалли пирки аса илтерет. Ҫулла пуҫланнӑранпа икӗ ҫын путса вилнӗ. Кунашкал пӑтӑрмахсем Ҫӗнӗ Шупашкарта, Куславкка районӗнче пулнӑ.
Паян Чӑваш Енре вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл алхаснине пула 12 район-хулара йывӑҫсене тӳнтерсе янӑ. Ҫут ҫанталӑкӑн усал вӑйӗ Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенче, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Муркаш, Пӑрачкав, Шупашкар, Тӑвай, Красноармейски районӗсенчи йывӑҫсем ӳкнӗ. Шупашкарта, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ районӗсенче ҫутӑсӑр юлнӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Вӗсенчен хӑшӗсенче инкеке сирме ӗлкӗрнӗ.
Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енкассинчи, Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкил шкулӗсен, хӑш-пӗр районти уйрӑм ҫын ҫурчӗсен ҫивиттисене вӑйлӑ ҫил сӳтсе кайнӑ.
Инкек пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та пӗлет тесе хыпарлаҫҫӗ Чӑваш Енӗн Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-службинче. Унтан та ытларах — яваплӑ службӑсене вӑл ҫине тӑрса ӗҫлеме чӗнсе каланӑ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Ӗмӗрсен ташши» (вырӑсла ку уяв ятне «Танцы предков» тесе куҫарнӑ) пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Ӑна Владимир Милютин хореограф 70 ҫула ҫитнине халалланӑ.
Питӗрти тата Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсем Владимир Аркадьевича тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче юбилей ячӗпе ӑшшӑн саламланӑ, Питӗре пырсан чӑваш хореографийӗпе паллаштарнишӗн тав тунӑ, Владимир Милютин ирттерекен занятисем асра юлнине ӑшӑ кӑмӑлпа палӑртнӑ. Куславкка ҫӗрӗ ҫинче ҫитмӗл ҫул каялла ҫуралнӑ чӑваш Питӗрти «Кевер» хореографи ансамбльне пулӑшса пынине, ҫавна май ушкӑн Питӗрпе Ленинград облаҫӗнче паллӑ ансамбльсенчен пӗри пулса тӑнине те асӑнса хӑварнӑ.
«Паян уҫӑ эфира 45 ҫул радио дикторӗнче ӗҫлесе «Шупашкара чӑвашла калаҫтарнӑ» ытарайми Маргарита Кабетовӑна йыхравларӑм», — тесе хыпарланӑ ӗнер Фейсбукра Марина Карягина тележурналист. Сӑмах, Чӑваш халӑх сайтне вулакансенчен чылайӑшӗ тавҫӑрчӗ пулӗ ӗнтӗ, Чӑваш Енӗн Патшалӑх телерадиокомпанийӗн «Ирхи тӗпел» кӑларӑмӗ пирки пырать.
Маргарита Кабетова 1956 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Тутарстанри Юдино поселокӗнче ҫуралнӑ. Куславкка районӗнчи Ырашпулӑх, Кунер, Карач шкулӗсенче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. 1973 ҫулта Чӑваш радиовӗнче дикторта ӗҫлеме пуҫланӑ. Маргарита Кабетова —
Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Шупашкарта ял хуҫалӑх ҫимӗҫӗсен ярмӑркки ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫлать. Ҫимӗҫсене туянас килсен «Николаевски» суту-илӳ комлексне, «Дар» тулли мар яваплӑ обществӑна (унчченхи «Шупашкар» пасар), «Шупашкар» универмаг умӗнчи лапама пымалла.
Ял хуҫалӑх ҫимӗҫӗсен ярмӑрккинче аш-какай, пахча ҫимӗҫ, сӗт юр-варӗ, кӑлпасси таврашӗ, вӑрӑсем, калчасем туянма май пур. Студентсем, нимеҫӗсем, тивӗҫлӗ канури ҫынсене сумкӑсене киле илсе ҫитерме пулӑшӗҫ.
Хула администрацийӗ сутуҫӑсене вырӑнсене тӳлевсӗрех парӗ. Кӑҫал Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Куславкка тата ытти районти 10 ытла организаци ярмӑрккӑна хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Паян, пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, 14 сехетре Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа астӑвӑм каҫӗ иртӗ.
Аса илтерер, чӑваш поэчӗ, куҫаруҫи Василий Егорович Митта 1908 ҫулхи пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Чӗмпӗрти педагогика техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн чӑваш чӗлхи учителӗнче, Патӑрьел районӗнчи райхаҫатра яваплӑ секретарьте ӗҫленӗ. Каярах Чӑваш Республикин радиокомитетӗнче тата Чӑваш кӗнеке издательствинче тӑрӑшнӑ.
Поэта 1937 ҫулта айӑпсӑр айӑпланӑ, 1954 ҫулта таса ятне тавӑрнӑ.
Маларах эпир Митта Ваҫлейӗн юбилейне халалласа Куславкка районӗнчи Тӗмер ял вулавӑшӗнче «Хӗнпе хӗрсе туптаннӑ сассӑм» ятпа курав уҫнине пӗлтернӗччӗ.
Куславкка хулинче пурӑнакан 65 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хайхискер – Куславкка районӗн депутатсен пухӑвӗн депутачӗ.
Мӗнпе айӑпа кӗнӗ-ха «халӑх тарҫи»? РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ҫыннӑн сывлӑхне сиен кӳнӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫалхи карлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫӗрле ҫак арҫын килте, Куславкка хулинче 51 ҫулти пӗлӗшӗпе вӑрҫӑнса кайнӑ. Лешӗ ун патне хӑнана пынӑ пулнӑ. Кил хуҫи ӑна мӑйӗнчен ҫӗҫӗпе пӗр хутчен яшлаттарнӑ. Лешӗ суранланнӑ. Ҫапла майпа депутат унӑн сывлӑхне сиен кӳнӗ.
Следовательсем ку ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.
Чӑваш Енри район-хулара иртнӗ ҫулхи ӗҫе пӗтӗмлетме пуҫларӗҫ. Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Куславккара пуху иртнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
Пухуччен Михаил Игнатьев Куславкка район пуҫлӑхӗпе Юрий Петровпа тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Андрей Васильевпа тӗл пулнӑ. «Ертӳҫӗсем муниципалитетӑн бюджечӗ пирки сӳтсе явнӑ, районӑн малашнехи аталанӑвӗн ҫул-йӗрӗ ҫинчен калаҫнӑ», — хыпарланӑ Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче.
«Ӗҫ укҫин парӑмӗ пачах та пулмалла мар. Халӑхӑн пурнӑҫ шайне ӳстерсе пымалла. Вӗрентӗве, сывлӑх сыхлавне аталантарассипе ҫине тӑмалла. Халӑха ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерес ыйтупа та пысӑк тимлӗх уйӑрмалла», — тесе палӑртнӑ Михаил Игнатьев.
Ыран Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсенче пухусем иртӗҫ, шӑматкун — Муркашра.
Куславкка районӗнче пурӑнакан, пулӑран таврӑнакан пулӑҫсен машини тивсе кайнӑ. Инкек ӗнер, кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче, пулса иртнӗ.
Арҫынсем Тутарстанри Ешӗлвар районӗнчи пӗр ял патне пулла кайнӑ. Килнӗ чух вӗсен машини хыпса илнӗ. Машинӑрисем шар курман, анчах автомобиль ҫунса кайнӑ.
Инкек пирки «Прогород» хаҫат халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх хыпарланӑ. «Эпир вӗсемпе пӗр вӑхӑтра пулӑ тытрӑмӑр. Арҫынпа каччӑ «ВАЗ-2105» машинӑна ларса пирӗнтен маларах кайма тухрӗҫ. Эпир ҫитнӗ ҫӗре вӗсен машини ҫунса кайнӑччӗ, пушарнӑйсем те ӑна ҫӑлса хӑвармарӗҫ», — каласа панӑ инкеке курнӑ ҫын.
Автомобиль ҫулпа пынӑ чух хыпса илнӗ. Машина водителӗ, ҫамрӑк арҫын, хӑйсем те аран тухса ӗлкӗрнине пӗлтернӗ.
Куславкка районӗнчи Тӗмшерте пурӑнакан ҫынсен ҫивӗч ыйтӑвӗ пирки унччен ҫырса кӑтартнӑччӗ. Аса илтерер: «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗ Леонид Петров Элтепер ирттернӗ пресс-конференцире те ҫак ыйтӑва панӑччӗ. Тӗмшерте ҫул тума пуҫланӑ, анчах ӗҫ халӗ те вӗҫне ҫитеймен.
Ялти Тури тата Анат урамсене ҫул сармашкӑн 18 миллион та 900 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Подрядчик ӗҫе пӗр уйӑх кая юлса пурнӑҫланӑ. Урамсенче чавса пӗтерсен ӗҫ пачах чарӑнса ларнӑ. Ҫынсене епле ҫӳремелле?
Журналист пресс-конференцире Элтепере ыйту панӑ хыҫҫӑн пӑр вырӑнтан тапраннӑ. Тури урамра 400 метр ҫула сарнӑ. Анатри урамра та ҫулӑн пӗр пайне туса пӗтернӗ, 900 метр юлнӑ.
Чӑннипе, ӗҫе юпа уйӑхӗнчех вӗҫлемелле пулнӑ. Ӗҫ мӗншӗн чарӑнса ларнӑ? Подрядчик ҫакна укҫа ҫитменнипе ҫыхӑнтарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |